Ял пурнӑҫӗ
![]() Каникул вӗҫленсе пырать. Ӑна ачасем асра юлмалла ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрисем кӳлӗ хӗррине вӑлта йӑтса чупаҫҫӗ, теприсем пахчара ашшӗ-амӑшне пулӑшаҫҫӗ. Муркаш ачисем вара ача-пӑча вулавӑшӗнче «Симӗс кӗнеке» кӗнекепе паллашнӑ. 5-мӗш класа куҫнӑ шӑпӑрлансем эмел курӑкӗсем пирки вулас пӗлнӗ, вӗсем ҫинчен хывнӑ сӑвӑсемпе тата халапсемпе паллашнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ ачасене эмел курӑкӗсене епле уйӑрмаллине, вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине каласа кӑтартакан кӗнекесемпе те паллаштарнӑ. Юлашкинчен ачасем усӑллӑ курӑксенче вӗретнӗ чей ӗҫнӗ.
Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ҫатӑрка Ҫырми ялӗ 365 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Вӑл 1649 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Ҫатӑрка Ҫырми ялӗ паллӑ ҫынсемпе пуян. Кунта СССР спорт мастерӗ Анатолий Петров, Крым Республикинчи украинсемпе чӑвашсен туслӑхӗн председателӗ Василий Иванов (Евпаторире пурӑнать), эстрада артисчӗ Александр Ильин ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн уяв концерчӗ пуҫланнӑ. Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Трофимов ентешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ. Александр Федорова, Лидия Федотовӑна, Петр Лысенина, Дмитрий Счетова, Дмитрий Федотова тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, яла хӑтлӑх кӗртнӗ ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Вера Лысенинӑна, Надежда Ивановӑна, Иван Федотова культура мероприятийӗсене хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотисем панӑ. Концерта чӑваш эстрада юрӑҫисем, пултарулӑх ушкӑнӗсем, уйрӑм ҫынсем хутшӑннӑ. Сӑнсем (81) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Элӗк районӗнчи Кураккасси ялӗнче пурӑнакан Андреевсем ҫурт-йӗр таврашне илем кӳрессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Людмила Никитичнӑна малтанах ку ӗҫре хӗрӗсемпе мӑшӑрӗ Юрий Иванович пулӑшнӑ. Халӗ кӗрӳшӗсем те ку ӗҫе явӑҫнӑ. Кураккасси хапхинченех хӑнасене акӑшсем, чечек клумбисем кӗтсе илеҫҫӗ. Инҫех мар ача-пӑча лапамӗ вырнӑҫнӑ. Ӑна кивӗ шинӑсенчен ӑсталанӑ. Ҫурт умӗнчи пахчара тӗрлӗ чечек ешӗрет. Унтах — ҫӑлкуҫ. Пахчана икӗ пӗчӗк пӗве илем кӳрет. Пӗрин тавра ҫатан карта тытса ҫаврӑннӑ. Ҫуртпа юнашарах пӗчӗк вӑрман кашлать. Унта мӗн тӗрлӗ йывӑҫ-тӗм ҫук-ши! Андреевсен илем тӗнчи ял халӑхне те, хӑнасене те илӗртет. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Владимир Терентьев ватӑна пыл парнелет Ҫурлан 14-мӗшӗнче, пыл сӑпасӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Пурнӑҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускав облаҫӗнче пурӑнакан Владимир Терентьев ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Любовь Юринӑпа пӗрле Ҫӗнӗ Пурнӑҫ, Березовка, Орел ялӗсенче кун кунлакан ватӑсем патне ҫитнӗ. Владимир Иванович ҫирӗп сывлӑх сунса, пыл сӑпасӗпе саламласа кашнине пыл парнеленӗ. Владимир Терентьев мӑшӑрӗпе Лидия Викторовнӑпа Мускав облаҫӗнче 30 ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ. Виҫӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӗсем Ҫӗнӗ Пурнӑҫ ялӗнче ҫурт ҫӗклеҫҫӗ. Владимир Мускав облаҫӗнче утар тытать. Тӑван ялӗнче те вӗллесем пур. Ватӑсем вӑл парнеленӗ пылшӑн тата хӑйсене манманшӑн питӗ савӑннӑ. Сӑнсем (20) |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи Кулава ялӗ пысӑках мар: 41 ҫуртра 101 ҫын пурӑнать. Унти туслӑ халӑх ҫулсерен ял уявне пухӑнать. Кӑҫал кулавасем ӑна нумая пулмасть паллӑ тунӑ. Кулавана 2004 ҫулта газ кӗртнӗ. Ҫавӑнтанпа халӑх пӗрле уява пухӑнса савӑнать. Йӑлапа килӗшӳллӗн, уяв ячӗпе чи малтанах Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева саламланӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче тӑван ен культурине вӗрентекен Светлана Назарова Кулава ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 18 ҫемьерен темиҫешер ҫын тухса кайнӑ. Виҫӗ хӗр фронта хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Акӑ вӗсен ячӗсем: Евдокия Антонова, Фаина Виноградова, Маргарита Иванова. 28 ҫын вӑрҫӑран таврӑнман. Уявра фронтра пуҫ хунисене асӑнса палӑк патне чечексем хунӑ. Уява ертсе пынӑ Раиса Гурьева ялти паллӑ ҫынсемпе паллаштарнӑ. Ачасем, пултарулӑх ушкӑнӗ, ял ҫыннисем концерт кӑтартнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче кашниех сӗтел хушшинче хӑналанма пултарнӑ. Светланӑпа Валентина Ивановӑсен ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ачасем асфальт ҫине ӳкерсе тупӑшнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Атнарсем уява тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялӗнчи Тӗп тата Шкул ҫумӗнчи урамсем нумаях пулмасть уяв ирттернӗ. Унта пуҫтарӑниччен вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнсене тата хӑтлӑх кӳрес тесе тӑрӑшнӑ: урамсенчи курӑка ҫулнӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ, уяв ирттермелли вырӑна хатӗрленӗ. Уяв кунӗнче ял ҫыннисем унччен хӑйсем хатӗрлесе хунӑ вырӑна чӑвашла кӗпесем тӑхӑнса тухнӑ. Урамра вӗсене хӑйсем унчченех вырнаҫтарса лартнӑ хӑна картишӗ, хӳшӗ кӗтнӗ. Унтах хӑйсен аллипе ӑсталанӑ ҫӑлкуҫ та пулнӑ. Авалхи япаласен куравӗ такам куҫне илӗртме пултарнӑ. Фотокуравра вара ялӑн кулленхи пурнӑҫне сӑнлакан ӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ. Урамсен уявӗ ячӗпе ҫынсене вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов саламланӑ. Сӑнсем (55) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Мулкачкассисен уявӗнче Хальхи вӑхӑтра унта та кунта ял уявӗсем иртеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи мулкачкассисем те ӑна тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ. Кил-таврашри, урамри ҫӳп-ҫапа пуҫтарса, вӗлтӗренсене ҫулса тирпейленӗ. Уяв кунӗ ҫитсен ял варринче вырнаҫнӑ клуб умнелле васканӑ. Уяв программине вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Волков уҫнӑ, пурне те ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ, тивӗҫлисене Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех уяв ячӗпе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ, Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, ял старости В.А.Калинин, Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ В.Г. Иванов килнӗ хӑнасене, ял-ҫыннисене саламланӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан И.А. Ершова пухӑннисене Мулкачкасси ял историйӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май, мулкачкассисем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен чӑвашла стенд та йӗркеленӗ — хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ вырӑсла йӗркелеме хӑнӑхнине шута илсен вӗсене куншӑн мухтамалла кӑна. Ҫавӑн пекех уява пухӑннисем пурте тутлӑ шашлӑкпа, вӗри шӳрпепе сӑйланнӑ. Ачасене савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе Лапкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М.А. Игнатьев усламҫӑ батут вырнаҫтарнӑ. Ачасен хаваслӑ кулли тахҫанчченех янранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 10-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗ уява пухӑннӑ. Ҫынсем культура центрӗ умӗнче ирех хӗвӗшме тытӑннӑ. Аксарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.В.Семенов ентешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ. Уява Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Э.В.Упракина та килнӗ. Ялти чи хастар ҫынна Н.В.Чупракова Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Концерта Аксаринти тата Ӗсмелти (Октябрьскинчи) культура центрӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах юбилярсене, хӑнасене саламланӑ. Уявра чӑвашсен йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ял уявне ирттернӗ. Вӑл асӑну хӑми уҫнипе пуҫланнӑ. Ӑна, ҫывӑхри ялсенчен чи малтан Малти Ункӑпуҫне ҫутӑ кӗртнӗ Иван Барабаш электрикӑн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Асӑну хӑми уҫнӑ ҫӗрте Вячеслав Спиридонов ялти депутат, Георгий Вавилов ӗҫ ветеранӗ, Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Николай Матюшкин, тата Барабашӑн аслӑ ывӑлӗ Владимирпа Ольга кинӗ тата Михаил Фомин тухса калаҫнӑ. Елена Барабашпа Елена кинӗ хуранпа уяв яшки пӗҫернӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, уяв сӗтелӗпе хӑналаннӑ. Уява Вячеслав Спиридонов йӗркелесе ертсе пынӑ. Концерт программине Ункӑпуҫ ялӗн пултарулӑх ушкӑнӗ «Тӑван ял» юрӑпа пуҫланӑ. Ватӑ ҫынсене хисеп тунӑ май 80 ҫулхи Ефросинья Ермакована тата 75 ҫулхи Георгий Ярдухинпа Римма Рязанована чысланӑ. Вячеслав Спиридонов «Чи таса хуҫалӑх» конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене Тав хучӗсемпе парнесем панӑ. Кунта Раиса Афандерован, Федор Черновпа Вениамин Ванеевӑн хуҫалӑхӗсем ҫӗнтернӗ. Михаил Фомин спорт вӑййисене ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Михаил Егоров (сулахайри) Етӗрне районӗнчи Пушкӑртра сакӑрвуннӑри Михаил Егорова «Мичурин» теҫҫӗ иккен. Сад ӗҫне юратнӑшӑн ҫакнашкал хушма ят панӑ ӑна. Михаил Егоровичпа мӑшӑрӗ Зоя Егоровна кирек хӑш ӗҫе те пӗрле пуҫӑнаҫҫӗ иккен. Тӑрӑшнине кура пахча ҫимӗҫ те, улма-ҫырла та ӑнса пулать-мӗн вӗсен. Ҫулсеренех арпуспа дыня лартаҫҫӗ. Егоровсем 2001 ҫулта Шупашкартан Пушкӑрта куҫнӑ. Хулара иккӗшӗ те строительте ӗҫленӗ. Тӗрӗссипе, ҫак профессие суйланиех паллаштарнӑ каччӑпа хӗре. Опытлӑ ҫемье пуҫӗ министерствӑра пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Яла килнӗренпе 100 ытла ҫыннӑн сад пахчинчи улмуҫҫисене сыпнӑ Михаил Егорович. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |